Чӑваш чӗлхи
Ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче «Ирӗклӗх» общество пӗрлӗхӗ Республика Элтеперӗ патне ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ. Михаил Игнатьев ячӗпе янӑ ҫырура хастарҫӑсем республикӑри тӳре-шара федераллӑ саккуна сӗмсӗр пӑснине тупса палӑртнӑ. Сӑмах 149-ФЗ номерлӗ «Информаци, информаци технологийӗсем тата информаци хӳтӗлевӗ ҫинчен» саккун пирки пырать. Унӑн 8 статйин 5-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн хӑйсен информацине тӳре-шара халӑх патне Интернет урлӑ вырӑсла тата республикӑсенчи ытти патшалӑх чӗлхисемпе ҫитермелле. Чӑваш Республикинче унашкал чӗлхе чӑваш чӗлхи шутланать. «Ирӗклӗх» хастарӗсем пирӗн тӳре-шарасен сайчӗсене тишкернӗ хыҫҫӑн чылай ресурс ҫак саккуна пӑхӑнманнине тупса палӑртнӑ. Халӑх тетелӗсенче (выр. социальные сети) вара информацие йӑлт вырӑсла кӑна пӗлтерни ҫиеле тухнӑ. Ҫутҫанталӑк, вӗренӳ, информаци политикин министерствисен «Контактри» ушкӑнӗсенче ҫак кӑлтӑк тупӑннӑ. Михаил Игнатьев патне янӑ ҫырура «Ирӗклӗх»-сем федераллӑ саккуна пӑсасран тивӗҫлӗ хушусем пама, малашнехи ӗҫре саккуна пӑхӑнса ӗҫлеме ыйтса ҫырнӑ. | ||
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Базиль Кириллов
Ҫук ҫӑкалӑх ҫумӗнчи Касман Турта Пуҫӗнчи Арӑ-пирӗш тӑмпӑшал Тунӑ пулать тӑм пӑшал.
Паллах, ҫук-ха тӑм писмен, Анчах пӗтмен тӑмписмен.
Ҫукпа пӗрех ҫын ҫиен, Анчах нумай ҫынҫиен. Ҫынҫиен вӑл, хӑямат, Сӑмахпа ялан кӑшлать.
«Хӗр ача ҫуратнӑ тет...» Уҫӑмсӑрлӑх пӗтерет: Ах анчах та ах анчах, Кам ҫинчен пырать сӑмах.
Хамӑр ялти пуш хирте Манӑн чунӑм пушхирте.
Хирте ӳсет хуртути, Кӗмест унран хур тути.
Хумханать ҫирӗк тӑрри, Сиккелет ҫирӗктӑрри. Ӑнланмалла мар темле, Кайӑкне пӗрлех ҫырар.
Тулӑх пулнипе ҫӗр-шыв Килӗшет Тӑван Ҫӗршыв.
Виҫсӗмӗр те пӗртӑван. Килмерӗ-ха пӗр тӑван.
Ҫинӗшӗнех хыт кукар Пулмӑп-тӑмӑп хыткукар.
«Эс килетӗн тӗк курма Савӑнатӑп-ха, кумма», — Тесе ӑшшӑн ҫырнине Хурав илтӗм ирхине.
«Тӗк курмашкӑн» ҫӳреме Ӗҫсӗр мар эп, шеремет. Килетӗн-тӗк ман пата Ҫийӗн лайӑх апата, Савӑнатпӑр, тупата. | ||
Чӑваш чӗлхи
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче паян «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» видеосӑвӑсен конкурсӗнче мала тухнисене чысларӗҫ. «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш – 2018» конкурса «Шкулта» интернет-журнал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ, ЧНК, Чӑваш наци радиовӗ тата Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗ пӗрле йӗркеленӗ. Ӗҫсене нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗччен йышӑннӑччӗ. Ун хыҫҫӑн тӳре комиссийӗ ӗҫсене хакласа мала тухнисене палӑртрӗ. Кам-кам мала тухнине эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Шӑп та лӑп вӗсене паян парнесемпе хисеп хучӗсем парса чысларӗҫ те. Чыслакансен йышӗнче Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗн ертӳҫи Владимир Андреев, ача-пӑча ҫыравҫи Николай Ишентей, Чӑваш наци конгресӗн Президиум членӗ Геронтий Никифоров, Чӑваш наци телекуравӗн редакторӗ Мальвина Петрова, наци вулавӑшӗн ӗҫченӗ Надежда Егорова, Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ Аҫтахар (Николай) Плотников пулчӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене картинӑсемпе, кӗнекесемпе тата ытти парнесемпе чысларӗҫ. Ҫӗрпӳ районӗнчи «Ҫӑлтӑрчӑк» ача пахчи ачисем вара хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. | ||
Чӑваш чӗлхи
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗ Чӑваш чӗлхин кунӗ ячӗпе Шупашкарта паян йӗркеленӗ митинг «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб ятпа иртнӗ. Унта вӗренекенсем, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, студентсем, хастар ытти ҫынсем пухӑннӑ. Тухса калаҫакансем хушшинче ЧР культура министрӗ Константин Яковлев, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑваш наци автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаев, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑваш обществин ертӳҫи Володар Тимофеев, ЧР вӗрентӳ министрӗн ҫумӗ Алевтина Федорова, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Виталий Станьял ӑсчах, Чӑваш халӑх писателӗ Анатолий Кибеч тата ыттисем пулнӑ. Митингра тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки калаҫнипе пӗрлех чӑваш юрри-такмакӗ янӑранӑ. Унта Иван Яковлевӑн «Халалӗ» те янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш чӗлхипе тата литературипе пӗтӗм тӗнче олимпиади иртнӗ. Олимпиадӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унта «Чӑваш чӗлхин илемӗ» енпе студентсем тата «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» енпе шкул ачисем ӑс-хакӑл, пултарулӑх, тавҫӑрулӑх енчен хӑйсен вӑйне виҫнӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисен олимпиадине Чӑваш, Тутар тата Пушкӑрт республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи шкулсенче 9-11 классенче вӗренекен 52 ача хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Чак шкулӗнчи Регина Теплова тата Ираида Якимова, Тӑвай районӗнчи Тушкилти Лидия Морякова, Диана Мердеева, Тутар Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Матак шкулӗнчи Марина Ермолаева, Анастасия Иванова Анастасия, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Светлана Солдатова, Наталия Путякова, Мария Ядрицова, Йӗпреҫри 2-мӗш шкулти Алена Ядрицова, Анастасия Мочалова, Шупашкар хулинчи 62-мӗш шкулти Нина Егорова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
Григорий Данилов (иккӗмӗш ретре) депутат Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн 19-мӗш сессийӗ иртет. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР Правительствин иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерчӗ. Михаил Игнатьев тухса калаҫнӑ хыҫҫӑн ыйтусемпе доклада сӳтсе явасси пуҫланчӗ. Микрофона тивӗҫнисенчен пӗри, Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн пайташӗ Григорий Данилов, шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ыйтӑва чӑвашла хускатрӗ. Депутатӑн чӑвашла ыйтӑвне Михаил Игнатьев тӑван чӗлхепе хуравларӗ. Сурдокуҫаруҫӑна ӗлкӗрсе пыма йывӑррине асӑрхаттаракан та, сӑмах май, залра тупӑнчӗ. Валерий Филимонов спикер прокурорсен тата ытти хӑшӗ-пӗрисен сурдокуҫарӑва итлеме май ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗ. Григорий Данилов чӑваш чӗлхине шкулта вӗрентес ыйтупа халӑхра темле калаҫакан та пуррине аса илтерчӗ. Пӗрисен шучӗпе факультатив мелӗпе вӗрентмелле, теприсем пурне тет вӗрентмелле тесе шухӑшлаҫҫӗ. Григорий Данилов шучӗпе чи лайӑх вариант — «таҫта варринче». Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ пулнӑ май Элтепер республика Конституцийӗн гаранчӗ шутланнине аса илтерчӗ депутат. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, «пирӗн нимле пӑтӑрмах та ҫук», тӑван чӗлхене саккунпа килӗшӳллӗн суйласа илеҫҫӗ. | ||
Сумлӑ сӑмах
Чӑваш чӗлхи
В.Г. Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Шупашкар хули, Чӑваш Республики «Малалла, Яковлев патнелле!»: И.Я. Яковлев пултарулӑхне ҫӗнӗлле хак паниЭпӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ ҫулсенче, 1973 ҫултаччӗ пулас, аслӑ патриархӑмӑра халалланӑ юбилей пухӑвӗнче Кашкӑр Хуначи (Г.Н. Волков) ҫапларах чӗнсе каланӑччӗ: «Малалла, Яковлев патнелле!» Зал сӗрлесе кайнӑччӗ ун чухне, хӑшӗ-хӑшӗ ура ҫине тӑрсах кӑшкӑрашрӗ. Ҫак уяв хыҫҫӑн этнопедагогика никӗслевҫине хӗстерме те хистеме пуҫӑнчӗҫ, юлашкинчен Шупашкартан хӳтерсе ямах пултарчӗҫ. Ун чухне атеистсен саманиччӗ те, Яковлевӑн тӗн ҫинчен калани-ҫырнисене хура халӑхран пикенсех пытарма тӑрӑшатчӗҫ. Ҫав хушӑрах патриархӑмӑр ҫырнӑ уйрӑм йӗркесенчен политика пӗлтерӗшлӗ ялав-лозунг туса хытах вӗлкӗштеретчӗҫ, «аслӑ пиччемӗр» умӗнче (чӑннипе каласан, Мускавра ларакан влаҫри куккасен умӗнче) шанчӑклӑ йытӑ кӑмӑлне палӑртатчӗҫ. Паянхи кун иккӗмӗш хӑтланкаларӑшӗ улшӑнсах кайман пек туйӑнать-ха. | ||
Чӑваш чӗлхи
Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫыриччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Орфографипе пунктуаци правилисене аса илтерсе ӗнер Чӑваш Енӗн вӗренӳ институчӗн пуху залне пуҫтарӑннӑ. Диктанта, сӑмах май, килте ларса ҫырма пулать.Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унӑн текстне 13.00 сехетре Чӑваш наци радиовӗн 105 Fm тата 72,41 УКВ хумӗсем ҫинче, Чӑваш наци телевиденийӗн официаллӑ сайтӗнче (www.ntrk21.ru) тӳрӗ эфирта итлеме пулӗ. Диктант бланкне http://chgign.ru сайтра вырнаҫтарнӑ. Копьютерпа Word форматпа ҫырнӑ (наборланӑ) е алпа ҫырнӑ текста сканерпа кӑларса диктанта вуласа пӗтернӗ хыҫҫӑн 10–15 минут хушшинче ҫак адреспа йышӑнӗҫ: totalnyi2018@yandex.ru Кӑҫал Александр Артемьевӑн прозӑлла сӑввине ҫыртарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑваш чӗлхи
«Паян вӗренӳ иститутӗнче Мӑн Тытӑҫу вӑйӑ ирттертӗм. 12 ушкӑн хутшӑнчӗ», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӗринче Александр Блинов чӑваш хастарӗ. Унта вӑл ҫырса кӑтартнинче эпир пӗр саманта асӑрхарӑмӑр, сире те ун пирки шухӑшласа пӑхма сӗнесшӗн. «Тӗрлӗ пулӑм мӗн чухлӗ ирттеретӗп те пӗрмаях пӗр пекрех иртсе каять. Пуҫламӑшӗнче ушкӑнсем пӗчӗк хӑтлав вырӑнне пӗр сехетлӗх хӑйне евӗрлӗ «пултарулӑх ушкӑнсене фестивалӗ» ирттереҫҫӗ», — ҫырнӑ вӑл. Пурте (пӗр ушкӑнсӑр пуҫне) халӑх тумӗсемпе килсе ҫитнӗ иккен. «Нихӑҫан та ҫак йӑла-йӗркине ҫӗнтерсе илме пулмасть пуль. Чӑваш чӗлхи 19-мӗш ӗмерти тумӗпе ассоциациленет, фольклор евӗрлӗ презентаципе...», — шухӑшне тӑснӑ Александр Блинов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ашмарин ЧӗмпӗртеХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Николай Иванович Ашмарин 1920-1923-мӗш ҫулсенче Чӗмпӗрте пурӑннӑ, Чӗмпӗр чӑваш халӑх вӗрентӳ институтӗнче ӗҫленӗ, унта чӑваш чӗлхин теорилле курсне (е ҫавнашкал темиҫе курса) илсе пынӑ (студентсене вӗрентнӗ). Ман шутпа, ҫак пӗчӗк ҫеҫ пуплерӗшре палӑртнӑ информаци кашни ҫыншӑнах шутсӑр кӑсӑклӑ пулмалла. Шел пулин те, пире шкулта чӑваш историне пачах та вӗрентмеҫҫӗ е сахал вӗрентеҫҫӗ, ҫавна кура ҫакнашкал информацисем кашни чӑвашӑн оперативлӑ астӑвӑмӗнче ҫирӗпленнӗ теме май ҫук. Ҫапла калани мана хама та пырса тивет. Курӑр-ха, вӗрентӳ йӗркелӗмӗ институт шайӗнче (вуз!) ӗҫленӗ! Тата унта чӑваш ачисене Ашмарин хӑй вӗрентет! Николай Иванович Ашмарин Чӗмпӗрте. Ун чухне Николай Иванович Ашмаринӑн килйышӗ 8 ҫынран тӑнӑ, мӗнпурӗ 6 ача пулнӑ (ҫав ачасенчен пӗри инвалид пулнӑ тенине те илтнӗ). | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |